Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Шурӑ хурӑн (Волгин В.)

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Яштака, илемлӗ хурӑн
Лартрӑм иртнӗ ҫуркунне.
Эп каларӑм: эсӗ пурӑн,
Илем кӳрччӗ шкул умне.

Малтанах имшеррӗн, юттӑн
Пӑхкалаттӑн ман ҫине.
Йӑпататтӑм: эс ан ютшӑн, —
Шыв сапаттӑм ирхине.

Хӑюлланчӗ те тумланчӗ
Шурӑ хурӑн шӳлкеме,
Вӑл юратрӗ те ӑнланчӗ
Ырӑ сунан этеме.

Ҫу каҫса хӗл иртнӗ хыҫҫӑн
Килчӗ ӑшӑ ҫуркунне.
Ҫамрӑк хурӑн кӑтра пуҫлӑн
Тухса тӑчӗ куҫ умне.

1949

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Волгин Василий сӑввисем



Тулли верси :: Статья каҫми